Муркашпа Кӳкеҫре ача пахчисем тӑвассине Чӑваш Енӗн парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫапла тума вӗсенчи лару-тӑру хистенӗ.
«Теле- тата фотокамерӑсемпе ӳкерсех Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклеме пуҫланӑ», — тесе пӗлтерет «Советская Чувашия» хаҫат. Ку вӑл 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Объекта 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӑна паян та хута яман. Уншӑн строительство организацине ӳпкелеҫҫӗ. Паяна ӗҫӗн 85 процентне кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Юрий Попов спикер Шупашкар раойн администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова часрах аукцион ирттерсе ҫӗнӗ строителе палӑртма, ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтерме хушнӑ.
Муркашра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче лицея юсаса ҫӗнетсе 60 вырӑнлӑх ача пахчи тума пуҫланӑ. Ӗҫне ҫав ҫулах вӗҫлеме пулнӑ. Анчах ӑна халӗ те хута яман. Подрядчик кӑҫал стройкӑна пырса та курӑнмасть-мӗн. Халӗ муниципалитет килӗшӗвне суд урлӑ татассипе ӗҫ пырать иккен, мӗншӗн тесен генподрядчик юсава вӗҫлеме килӗшмен имӗш.