Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тапсах тӑрать Юрий Сементерӗн поэзи лаҫҫи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 06.03.2009 14:05 | 2337 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче Ю. Сементерӗн «Ҫиҫӗм сапаки» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене поэт ӗмӗр тӑршшӗпе пуҫтарнӑ тӑватшар йӗркерен тӑракан сӑвӑсем кӗнӗ. «Шухӑшӑма мӗн май килнӗ таран кӗскен ҫавӑрса калас тӗллев мана яланах канӑҫ паман. Ҫавӑнпа та вӑл туртӑм тилхепине эпӗ асран та, алран та пӗрре те яман темелле. Халӗ вара, ҫав тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсене пӗр кӑшӑл туса кӑларас терӗм», — тесе палӑртать чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер. Хӑйӗн тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисем урлӑ поэт чӑваш ҫыннин паянхи шухӑш-кӑмӑлне, пурнӑҫри туртӑмӗсене, туслӑхпа юратури ӑнлавӗсене сӑнласа кӑтартать.

Уяв каҫне Чӑваш наци интернат-лицейӗнче вӗренекенсем поэтӑн тӑватӑ йӗркеллӗ хайлавӗсемпе хатӗрленӗ литература композицийӗпе уҫрӗҫ. Лицейҫӑсем илемлӗ вуланӑ композицийе итленӗ хыҫҫӑн вӗсен ертӳҫи Геронтий Лукиянович Никифоров аслӑ категориллӗ учитель ҫыравҫа поэзи анинче малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Юрий Сементер ҫыравҫӑ вӗҫӗмсӗр шыравра. Унӑн сасси ҫавӑнпа хӑйне евӗрлӗ, ӑна урӑх пӗр ҫыравҫӑ сассипе та пӑтраштараймастӑн. Кун пирки поэтсемпе ҫыравҫӑсем - Валерий Тургай, Порфирий Афанасьев, Светлана Асамат, Ӑсан Уҫӑпӗ, Сергей Саманташ – Юрий Сементер поэзине кӑмӑллакансене каласа пачӗҫ. Хӑйсен сӑввисене вуласа пачӗҫ, ҫӗнӗ сӑвӑсен пуххи тухнӑшӑн, вулакан патне ҫитнӗшӗн савӑннине палӑртрӗҫ.

Юрий Семенович – «Шуракӑш» музыкӑлла комеди, «Телей кайӑкӗ» опера либреттисен авторӗ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем 500 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Уяв каҫӗнче Юрий Кудаков, Анатолий Никитин композиторсем поэта юрӑ хывма сӑвӑсем парнеленӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Юрий Сементер сӑввисенчен кӗвӗленӗ ҫепӗҫ юрӑсем уяв тӑршшӗпех янӑрарӗҫ. Чӑваш халӑх артисткисем Тамара Гурьевӑпа Зоя Лисицина «Уҫланкӑри палан», «Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ», Сантӑр Хучаш юрӑҫ тата композитор «Савни уҫсамччӗ кантӑкна», «Янташ» ушкӑн «Янташ – чӑваш» тата ытти юрӑсене шӑрантарчӗҫ.

Чӑннипех талантлӑ сӑвӑҫа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн ертӳҫи Татьяна Никаноровна Уразаева тав сӑмахӗ каларӗ. Пӗр тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввине, хӑй чӑваш мар пулсан та, илемлӗ вуласа пачӗ.

Юрий Сементер поэзие юратакансене, кашни тухса калаҫакана хӑйӗн тин кӑна пичетрен тухнӑ сӑвӑ кӗнекине парнелерӗ.

 

* * *

Пурнас тесессӗн ҫынпала тату,

Тӑванӑм, сӑмахран эс юрӑ ту.

Чунра хӗвел ҫеҫке ҫурать пулсассӑн

Пирте епле ан ҫиҫтӗр юрату?

* * *

Ҫут тӗнчери чи чаплӑ сӑвӑҫ — Дант.

Ун пек пулма, ачам, ан ту эс ант, —

Пиртен килмест шӑпа туртас тени,

Талант вӑл — Ҫӳл тӳпе суйлан самант!

***

Кӑвар чечек татап. Сан валли

Хӗлхем сӑмах шыратӑп. Сан валли

Кӗтрет кӗвви хыватӑп. Сан валли.

Телей тӗрри тӗрлетӗп. Сан валли.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

#Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ, #кӗнекесем, #презентацисем, #вулавӑшсем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем