Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ярмушка ял уявне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.07.2014 16:57 | 1900 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Сцена ҫинче — сумлӑ хӑнасем
Сцена ҫинче — сумлӑ хӑнасем

Нумаях пулмасть Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫурчӗ умне халӑх йышлан пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ярмушка ял тӑрӑхӗ ҫултан ҫула куҫакан йӑлине — ял уявне паллӑ тӑвассине — кӑҫал та ирттернӗ.

Уявра чи малтанах Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров тухса калаҫнӑ, ентешӗсене саламланӑ май маттуррисене тав хучӗсемпе тата ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

Уявра алӗҫӗсен, сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Кушар Юнтапара ҫуралса ӳснӗ В.И.Перепелкин пушӑ алӑпа килмен. Вӑл ялти клуба сарлака экранлӑ монитор парнеленӗ.

Концерт Ярмушкари ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Ӑна халӑх ура ҫине тӑрсах итленӗ. Унтан «Шурӑмпуҫ», «Чашма» вырӑнти халӑх фольклор ушкӑнӗсем, Уйкас Юнтапа, Кушар Юнтапа ялӗсенчи ӳнер пултарулӑх ушкӑнӗсем, Авшак Элмен, Кивҫурт Мӑрат ялӗсенчи шкул ачисем сцена ҫине хӑпарнӑ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ ансамбльсем концерт программине тата пуянлатнӑ. Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене халӑх хапӑлласах йышӑннӑ.

Пӗрисем концертпа киленнӗ вӑхӑтра теприсем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Армрестлингра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче, шашкӑлла выляссинче, михӗпе сикессинче тупӑшнӑ. Сӗтел ҫинче вӗри шӳрпе, шашлӑк пӑсланнӑ.

Сӑнсем (86)

#Ярмушка ял тӑрӑхӗ, #Кушар Юнтапа, #Вӑрнар районӗ, #Уйкас Юнтапа, #Кивҫурт Мӑрат, #Элӗк районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Авшак Элмен, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем