«АвтоВАЗ» ертӳҫи Бу Инге Андерссон ӗнер Тутарстанра LADA Vesta ҫӗнӗ автомобиль кӑтартнӑ. Мӗншӗн унта хӑтланине компани вӑл машинӑсем Тутарстанри автопасарта самай пысӑк тӳпе йышӑннипе сӑлтавланӑ. LADA Vesta маркӑллине сериллӗ производствӑна 2015 ҫулхи авӑн 25-мӗшӗнче кӑларасшӑн.
«LADA Vesta епле сутӑнасси пирки калама мана йывӑртарах, анчах малтанласа 400 пин тенкӗ ыйтсан эпир конкуренцие чӑтӑмлӑн йышӑнатпӑр. Машинӑн хӑрушсӑрлӑх стандарчӗсем Европӑри евӗр пулӗҫ, двигателӗсем ВАЗ тата Renaultӑн пулӗҫ. АвтоВАЗ машинисенчен ҫӗнӗ йышшин интерьер чи лайӑххи пулмалла», – тенӗ Андрессон.
Хальхи вӑхӑтра завод малтанхи 33 автомобиле пухать иккен. Вӗсене ҫурла уйӑхӗнче тестлама тытӑнӗҫ. «Авӑн уйӑхӗнче ҫул ҫинче курӑр», – тенӗ «АвтоВАЗӑн» ертӳҫи. Планшетра вӑл ҫӗнӗ маркӑн сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра завод LADA Vesta, LADA X-Ray, LADA X-Ray Cross кӑларма тытӑнӗ. Машинӑсен Хусанти хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче лифтбек кузовлӑ LADA Granta маркӑллине те кӑтартнӑ.
Аса илтеретпӗр, «АвтоВАЗ» – ҫӑмӑл автомашина кӑларакан пердприятисенчен Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк заводсенчен пӗри. Ӑна 1967 ҫулта уҫнӑ. Малтан вӑл «Жигули», «Нива», «Спутник», «Самара», «Ока» маркӑллӑ машинӑсем кӑларнӑ, халӗ LADA тата Nissan ҫине куҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Renault кӑларма тытӑнасшӑн.