Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти пӗр арҫын Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче хӗрарӑма урасӑр хӑварнӑ. Ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ.
Арҫын автокранпа пынӑ. Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче вӑл ҫынсене каҫмалли ҫул патӗнче чарӑннӑ машинӑна пырса тӑрӑнас мар тесе (ӑнланнӑ тӑрӑх, хӑй вӑл чарӑнма шутламан курӑнать) айккинелле пӑрӑннӑ та ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли йӗрпе каҫакан 64-ри хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.
Машина пырса ҫапнӑ хӗрарӑма кран водителӗн ывӑлӗсем, (Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ашшӗ хыҫҫӑн тепӗр машинӑпа пынӑ) пульницӑна леҫнӗ. Турра шӗкӗр, хӗрарӑма ҫӑлса хӑварма май килнӗ, анчах вӑл урасӑр юлнӑ.
Хӗрарӑма урасӑр тӑратса хӑварнӑ водителӗн ирӗклӗхне пӗрремӗш инстанцинчи суд ҫулталӑклӑха чакарма тата 3 ҫул транспорт урлӗ умне ларма чарма йышӑннӑ.