Сӗтев илнишӗн кӑна мар, сӗтев пама пӑхнишӗн те явап тыттарнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Кӳкеҫре пурӑнакан 36-ри арҫын те ҫакна пӗлмен, те пӗлсен те шикленме пӗлмен? Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 291 статйин 3-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Ку статья должноҫри ҫынна сӗтев панипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫӗ пирки Шупашкар районӗн прокуратури ҫапла пӗлтерет.
36 ҫулти арҫын ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи суд приставне 3 пин тенкӗ сӗтев сӗннӗ. Ҫавна укҫашӑн приставӑн хайхин никам умӗнче те нимле парӑм та ҫук тесе хут ҫырса памалла пулнӑ. «Тавҫӑруллӑ» парӑмҫӑ шучӗпе приставӑн унӑн парӑмӗ пирки мӗнпур хута пӗтермелле пулнӑ.
Сӗтев сӗнекен шучӗпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Судра арҫын питӗ ӳкӗннӗ. Айӑпне йӑлт йышӑннӑ. Тата унӑн пӗчӗк ача пуррине шута илсе парӑмҫа 105 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ку вӑл сӗтев сӗннине 35 хут ӳстерсе штрафланине пӗлтерет ӗнтӗ.