Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Украинӑран тарса килекенсене ваттисен ҫурчӗсем те йышӑнма хатӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.06.2014 23:06 | 1622 хут пӑхнӑ
Республикӑра Украинӑран килекен таркайсене Чӑваш Ен йышӑнма хатӗр
Украинӑран килекен таркайсене Чӑваш Ен йышӑнма хатӗр

Украинӑран килекен таркайсене (тарса килекенсене) вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑн тупса пама ыйтать Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫапла тума ведомство «Украина регионӗсене, ҫавӑн пекех ялан пурӑнакан вырӑнтан тухса кайнӑ Украина ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе» тӗмсӗлет.

Хӑйсен килне пурӑнма ярас кӑмӑл пуррисене 8 (8352) 26-13-49 номерпе шӑнкӑравласа е soc12@cap.ru элеткронлӑ адреспа ҫырса ярса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефона тата пурнӑҫ условине кӑтартмалла.

Маларах каланӑ министерствӑна пӑхӑнса тӑракан предприятисем те Украина таркайӗсене йышӑнма хатӗр иккен. Шкул ҫулӗнчи 50-а яхӑн шӑпӑрлана ачасен канӑвне йӗркелекен организацисенче усрама, пӗччен пурӑнакан ватӑсене, 30-а яхӑн ҫынна, ваттисен ҫуртне яма (халӗ вӑл ҫуртсене халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем теҫҫӗ-ха) хатӗр. Вӑй питтисене, 15 ҫынна, тата 51 ачана «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче вырӑн тупса пама хатӗр.

#Украина, #пӑтӑрмахсем, #таркайсем, #политика, #уйлӑхсем, #ваттисен ҫурчӗсем

 

Комментари:

Agabazar // 3739.10.6838
2014.06.11 12:12
Agabazar
Ак хайхи ТАРКАЙ та усса кайрĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем