Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ.
Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать. Вӑл 120 ҫулччен пурӑнма палӑртнӑ.