Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тутарсем чӑвашсем пирки хыпарлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
елена 31.01.2009 19:43 | 2522 хут пӑхнӑ

Хусан патшалӑх университечӗн профессорӗ Х.Ю.Миннегулов "Мэдэни пюмга" хаҫатра (2.01.2009) ҫырнинчен: "Ашмарин — паллӑ тюрколог. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхине, литературине, сӑмахлӑхне тата йӑли-йӗркине тӗпченӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче чӑваш чӗлхине тата халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Вӑл хатӗрленӗ 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххи» словарь питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех Ашмарин аслӑ вӗренӳ шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ программӑсем тӑвакан пуҫаруҫӑ пулнине те палӑртмалла.

Паянхи вӑхӑтра ЧПУ ректорӗ Л.П.Кураков ертсе пынипе чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем чӑваш чӗлхипе литератури тата культури аталантӑр тесе пӗтӗм чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗ те паянхи кун чӑваш чӗлхипе литературин специалисчӗсене хатӗрлекен тӗп вырӑн шутланать. Кунта ҫавӑн пекех диссертаци канашӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. ЧПУри ӑсчахсен ӗҫӗсене Раҫҫейпе Тӗрӗк тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ӑслӑлӑха аталантарас тесе чылай ӗҫсем тӑвать. Вӗсенчен пӗри — «Ашмарин вулавӗсем» ӑслӑлах конференцийӗ. Ҫулсерен иртекен ҫак конференцире Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи ӑсчахсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӑслӑлӑх статйисене ЧПУ кашнинчех уйрӑм кӗнекере пичетлесе кӑларать...»

Х.Ю.Миннегулов Чӑваш патшалӑх университечӗпе хӑй те чылайранпа ҫыхӑну тытать. Тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе тӑрӑшакан профессора эпир чунтан тав тӑватпӑр.

#чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Шупашкар, #конференцисем, #Ашмарин вулавӗ

 

Комментари:

Анонимла // 5719.3.2312
2009.02.02 17:10
"Медени жомга" ятла литература хасаче пур Хусанта
Анонимла // 4742.2.5773
2009.02.02 18:12
Men suteleter-shi! Kurakov kutne sulaninchen pus'lasa chavashsen kilenche chavashla kalasayman eteminkek uchonayesene te muhtatar vet-ha... Namas ta mar. Kurakovsempe Rodionovsene pula ente chavash halahe kayalla chaksa pirat, menshen tesen chavasha atalantarma Rassey parakan uksa tuhassar petet. Hal tata Minnegulov tutar atalantarat tet ikken chavasha... Tahashen Husanta dissertatsi hutelemelle pul-ha ente.
Ajdush // 2116.67.6260
2009.02.05 21:34
Migulaj çырать:
Кураков - вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулне 140 çулне ют чĕлхепе палăртаканни мар-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем