Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Офицерсем тӑван енре

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 06.05.2014 21:52 | 1561 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан «Сыны Отечества» организацире тӑракан офицерсем Хӗрлӗ Чутайра тӗлпулу ирттерчӗҫ. «Сыны Отечества» элчисен шутӗнче Афган тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ ветерансем: гвардии подполковник Юрий Кудряшов (ӑна «За боевые заслуги» медальпе наградӑланӑ), Чечен вӑрҫине хутшӑннӑ подполковник Валерий Романов (ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» орденпа чысланӑ) Ҫарпа спорт Союзӗн председателӗ М.Т.Калашникова, Юрий Сапожников, подполковник Игорь Почейкин — ӑна та «За отличие в воинской службе» медальпе наградӑланӑ, поэт, писатель, драматург, запасри подполковник Юрий Григорьевский, «Чавал» ентешлӗх ертӳҫи Александр Самылкин.

Чутай ҫӗрӗ ҫинче ентешсене вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата ыттисем кӗтсе илчӗҫ. Пухӑннисем вӑрҫӑсенче пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ Мухтав Монуменчӗ умнӗнче шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Монумент умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Патриотизмла ӗҫсемшӗн Владимир Хохлов афганеца «За помощь и содействие ветеранскому движению» медальпе чысларӗҫ. Владимир Хохлов, Андрей Михуткин тата Николай Смирнов Ҫурҫӗр Кавказра ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, вӗсем Тав хучӗ илме тивӗҫ пулчӗҫ, Тав хучӗ Афганецсене Александр Хозайкина, Юрий Матвеева, Геннадий Никитина, Владимир Хохлова тивӗҫрӗ. «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри пӗрлӗхӗ» офицерӗсем Атнарти, Пысӑк Этменти тата Акчикасси ял тӑрӑхӗсенчи палӑксем умне ҫитрӗҫ, пӗр минут хушши шӑп тӑрса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #тӗлпулусем, #Акчикасси, #Пысӑк Этмен, #Антан, #палӑксем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.07 17:24
Офицерсен тăван енре ют чĕлхепе калаçмалла пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем