Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Яковлевӑн истори кӗнеки

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярева 03.11.2008 19:10 | 1889 хут пӑхнӑ

Ҫук-ҫук, ку хутӗнче сӑмах-юмах Иван Яковлевич пирки мар (ара, кирек мӗнӗн те виҫи пулмалла-ҫке), Николай Лукич пирки. Э-э-эй, вӑл кам пулнине пурех тӗшмӗртеймерӗҫ-тӗр. Ҫулланнӑ ҫынсене аса илтеретӗп: иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш — 80-мӗш ҫулӗсенче “Капкӑн” журнала уҫаттӑмӑр та — Н.Яковлев текен карикатуристӑн шӳтлӗ ӳкерчӗкӗсене пӑхса вар хытиччен кулаттӑмӑр. “Ялавра” унӑнах тата ҫыравҫӑсенчен юлташла тӑрӑхласа ӳкернисем тухатчӗҫ... Ну вӑт, ҫав Николай Яковлевӑн тин ҫеҫ “Кун-ҫул эрешӗсем” ятлӑ кӗнеки ҫапӑнса тухрӗ. Атьсемри, 80 урлӑ каҫрӗ те ҫак маттур старик — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма пуҫларӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш!

2006 ҫулта Николай Лукичӑн “Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем” кӗнеки кун курнӑччӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ ҫав кӗнекен хушӑмӗ евӗрлӗ туйӑнать. Унта 50 яхӑн очеркпа статья, кашнинчех пӗр-ик ҫын пирки каласа панӑ. Мӗн тӗрлӗ кӑна шӑпа ҫук пуль! Акӑ, тӗслӗхрен, Федор Ильин вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче “Смерш” управленийӗнче отделени командирӗ пулнӑ — тӑшман шпионӗсене сиенсӗрлетнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫак ҫын пӑшалсӑр-мӗнсӗр 13 кашкӑр ҫури тытнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Кашкӑр Хӗветӗрӗ теме пуҫланӑ. Тепӗр сӑнар — Лев Тарасов. Аттестатпа пӗрлех вӑл ҫара каймалли повестка илнӗ, кайран амӑшӗ патне унӑн вилнӗ хучӗ килнӗ (“тӑванла масарта пытарнӑ” тесе хыпарланӑ). Лешӗ вара вӑрҫӑран чиперех таврӑннӑ, тата 60 ҫул пурӑннӑ, мӑшӑрӗпе ветерансен хорӗнче те юрланӑ. “Сентӗр аки” (шел, кӗнекере ятне-шывне туллинех палӑртман) пӗчӗклех кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ, вӗсен ҫемйине “кулаксем” тесе хӑваласа кӑларса янӑ (пӳртне, пурлӑхне пӗр “активистӑн” юлхав шӑллӗпе арӑмне панӑ). Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тимӗрҫӗре ӗҫленӗ ҫак маттур хӗрарӑм, упӑшкисӗр юлсан пилӗк ачана пӗчченех уралантарнӑ. 80-ра та ҫава йӑтса ял-йышпа утӑ ҫулма тухнӑ.

Марийӑпа Геннадий Сергеевсен ҫемйине кӗнеке авторӗ паллӑ журналистӑн М.Юрьевӑн кил-йышӗпе танлаштарать. Унта та, кунта та вуншар ача пулнӑ, ашшӗсем тепӗр чух пӗр-пӗр ачин ятне те тӳрех аса илеймен. Мария Степановӑн качча тухнӑ чух “хӗр тупри” те хӑйне майлӑ пулнӑ — 425 ӗҫ кунӗ, ҫавӑ пулӑшнипе унӑн ҫӗнӗ ҫемйи виҫӗ ҫулхи патшалӑх парӑмӗнчен (налук таврашӗнчен) хӑтӑлнӑ.

Николай Лукич ҫӗнӗ кӗнекене “Кун-ҫул эрешӗсем” тенӗ. Автор сӑнлакан ҫынсен, чылайӑшӗн, пурнӑҫне “эрешлӗ” теме ҫук — вӗсем пурнӑҫ пӑрнӑҫне самаях курнӑ. Тен, кун-ҫул эрешӗсем вӗсем — пит-куҫ карчӗсем, пӗркеленчӗксем.

“Ыррине куракан ырӑ пулӗ, усаллине куракан усал пулӗ” тенӗ ваттисем. Н.Л.Яковлев ытларах пархатарлӑ ҫынсемпе паллаштарать(тӗпрен илсен вӗсем Муркашпа Элӗк тӑрӑхӗнчен). Анчах автор пурнӑҫ кукри-макрине те (эрех-сӑрапа иртӗхни т.ыт.), путсӗрсене те палӑртмасӑр хӑвармасть. Тӗслӗхрен, “Йӗксӗк” статья “геройӗ” Тари ӗмӗрӗпех ҫынна хур туса, иртӗхсе пурӑннӑ, ҫавах хаҫатра мухтавлӑ статья кӑларттарнӑ. Кӗнеке авторӗ вара — тӗрӗс тӳре (сутье) пек — кашнинех хӑй вырӑнне лартать: ыррине ырлать, хурине хурлать.

Халӗ тек-текех инноваци пирки калаҫатпӑр, вӗрентӳ ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшатпӑр. Пули-пулми инновацие таҫта мӑриккансем патӗнче шырамалла мар пирӗн, кунтах вӑл, юнашарах — ҫак кӗнекене кашни шкула (уйрӑмах Муркашпа Элӗк тӑрӑхӗнчисене) ҫитересчӗ. Тӑван ҫӗршыв историйӗн совет тапхӑрне вӗреннӗ чух “Кун-ҫул эрешӗсенчен” чӗрӗ тӗслӗхсем илесчӗ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем туни, ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫынсене кулака кӑларни, Стаханов юхӑмӗ, вӑрҫӑ-харҫӑ тапхӑрӗ, халӑх хуҫалӑхне ура ҫине тӑратни — ҫакна пурне те Николай Яковлев пайӑр ҫынсен кун-ҫулӗпе (шухӑшласа кӑларнисемпе мар, чӑн пурнӑҫран илнисемпе!) ӳкерчӗклет. Историе вӗренмелли кӗнекери типӗ те кичемрех йӗркесене “Кун-ҫул эрешӗсенче” чун кӗрет: акӑ вӗсем, историе тӑвакансем! Таҫти ҫичӗ ютри мар, хамӑрӑн тӑрӑхри геройсем — сӑпайлӑхне пула палӑрсах кайман хастар та маттур Аптраман таврашсем.

Кӗнеке авторӗ хӑй те — пирӗн истори кӳнтеленӗ: вӑрҫӑ витӗр тухнӑ, 1950 ҫулчченех хӗсметре тӑнӑ, “Шуршӑл — Ҫӑлтӑр хули” йышши марафон чупӑвӗсене хутшӑннӑ. 1956 ҫулта ҫӗнӗрен тухма пуҫланӑ “Капкӑн” журналӑн 1-мӗш номерӗн питне унӑн ӳкерчӗкӗ сӑн кӗртнӗ. Вӑл Чӑваш телестудийӗн чи малтанхи йышне кӗнӗ. Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси халӑх музейне йӗркелесе янӑ. Чӑваш культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх ӑсчахӗ Николай Лукич Яковлев 84-ра пырать пулин те спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать, архивсенче чакаланать, экскурсисем ирттерет, кӗнекесем калӑплать. Ун ҫине пӑхатӑн та ватлӑх илемне туятӑн. Кӗххӗм-кӗххӗм, кӑштӑрт-кӑштӑрт, хӑштик-хӑштик вырӑнне — вӗресе тӑракан пурӑнӑҫ, ыттисене хавал кӳрекен тӗслӗх. Пӗлсе пурӑнсан, ырӑ пулсан — ватлӑхра та пурнӑҫ эрешсӗр мар иккен.

#Элӗк районӗ, #журналсем, #Капкӑн, #кӗнекесем, #Муркаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем