Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрӑ кӗнекисене эсир, паллах, пурте курнӑ. Ташӑ пуххисемпе вара паллашма тӳр килнӗ-и сире? Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра ҫак кунсенче «Образцы танцевальных мелодий (для баяна и аккордеона)» вӗренӳ хатӗрӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ — «Мелодии для музыкального оформления урока народно-сценического танца», тепри — «Мелодии народов Поволжья для хореографической постановки». Иккӗмӗш пайӗнче тӗрлӗ халӑх ташшисене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вырнаҫтарнӑ — чӑвашсен, тутарсен, ҫармӑссен, удмуртсен, мӑкшӑсен, калмӑксен тата пушкӑртсен ташӑ кӗввисем черетленнӗ. Чӑвашлисем: «Линкка-линкка», «Кай-кай Ивана», «Чӑваш кӑтрелӗ», «Савӑнӑҫ ташши», «Тури чӑвашсен ташши», «Ҫамрӑксен ташши» т.ыт.те. Пӗрремӗш пайра «Тӳнкки-тӳнкки», «Патӑрьелле тӑпӑртатни», «Хӗрсен ташши» пур. Кунтах тӗнчери паллӑ ташӑсен кӗввисене тупма пултаратӑр% «Краковяк», ”Гопак”, «Лезгинка», «Тарантелла», «Чардаш», «Летка-енка», «Барыня». Ку ҫеҫ-и! Инди, чикан, мексикан, испан, таджик, украин, молдаван, белорус халӑхӗсен ташӑ тӗслӗхӗсем те пур. Пӗри баянпа е аккордеонпа кӗввине каласа тӑтӑр, эсир вара — кӑмӑлӑра кура — ташша ярӑр, ташша ҫапӑр, ташша хуҫӑр, ташша илтерӗр. Вӑл та ку та пулмасан, ну унта кӑштах хуҫкаланса-ҫаврӑнкаласа илӗр хӑть. Пирӗн ҫӳлти хутри кӳршӗсем ҫав кӗнекене туянчӗҫ те — тӑпӑртатаҫҫӗ кӑна вӗт! Маччана йӑтсах антараҫҫӗ-ши ку шельмӑсем тетӗп! Люстрӑна виҫҫӗ илсе ҫакрӑм вӗт — каллех персе анать. Алла Пугачева пек: «Эй вы там, наверху-у-у!» тесе милкепе маччана шанлаттаратӑп е ҫӳлти хута чупса кайса алӑкне тӑрӑслаттаратӑп. Каккуй унта, ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ! Ним тума аптранипе «Образцы танцевальных мелодий» кӗнекене хамӑр та туянтӑмӑр та ташша илтере пуҫларӑмӑр. Малтан хӑнӑхнисене — чӑвашлисене — сӳрӗмӗр кӑна! Халь чикансенне вӗрентӗмӗр те — тапӑрпа та гастроле кайма пултаратпӑр пуль.
Кай-кай-кай, мӗнле селӗм кӗнеке ҫырнӑ авторӗсем! Камсем тетӗр-и$ Ара, Чӑваш Республикинчи культура училищин аслӑ преподавателӗ Зоя Александрова тата Шупашкарти Ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ Татьяна Григорьева. Ташӑ лартас енӗпе пуян опыт пухнӑ пултаруллӑ вӗрентекенсем интереслӗ те усӑллӑ кӗнеке хатӗрленӗ. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин доценчӗ Владимир Милютин, музыка редакторӗ — ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Илья Сакмаров. Кӗнеке хуплашкине чӑвашла илемлетекенӗ — Чӑваш халӑх художникӗ Праски Витти.
«Образцы танцевальных мелодий» вӗрентӳ хатӗрӗ авторсен шучӗпе тухнӑ. Чӑваш Республикин культура министерстви ҫакӑн пек кӗнекесем валли нухрат тупаймасть-ши вара$ Ай-ай-ай???
