Тетелти «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн юстици министерствин вырӑнти управленийӗ «Ирӗклӗх» наципе культура ҫӗкленӗвӗн обществине регистрацилес темен. Игорь Михайлов юрист каласа панӑ тӑрӑх ҫакна Уставра темиҫе йӑнӑш тупнипе сӑлтавланӑ. Ытти чухне унашкал кӑлтӑксене тупсан министерство хутсене юсама тавӑрса панӑ пулсан, ку хутӗнче вӗсем тӳрех обществӑна пӑрахӑҫланӑ. Юрист шухӑшӗпе ку йышӑну политикӑпа ҫыхӑннӑ.
«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем ҫак пӗрлӗхе туса чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ имӗш.
Ҫывӑх вӑхӑтра пӗрлӗх йӗркелӳҫисем юстици министерсвин йышӑнӑвне хирӗҫле тавӑҫ тӑратасшӑн.