Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти бассейнра арҫын путса вилнӗ. Инкек унӑн ывӑлӗн умӗнчех пулса иртнӗ. Ашшӗ шыв айӗнчен тухманнине кура ача инструкторсене пырса пӗлтернӗ, лешсем туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ пулӑшу та чӗннӗ, анчах арҫынна пулӑшма май килмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти инкеке паян правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Яковлев шучӗпе унта «ҫын факторӗ» витӗм кӳме пултарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, путса вилнӗ арҫын шыв айӗнче ишме юратнӑ. Анчах ҫав енӗпе вӑл нимле федерацинче те тӑман. Бассейнсенче апла майпа ишме ирӗк памаҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ун валли ятарлӑ инструктор кирлӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев бассейнсенче тата вӑй-хал культурипе спорт учрежденийӗсенче тепӗр хутчен инструктаж ирттерме хушнӑ.