Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ача пахчине ҫӳренишӗн хака епле ҫирӗплетнипе суд килӗшмен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 01.03.2014 15:29 | 1165 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки эпир хыпарланӑччӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ.

Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн. Хӑйсем тӗллӗнлӗх паратӑр та ыйтусем нумай сиксе тухаҫҫӗ тесе шанмасӑртарах йышӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӑнлантарӑвне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев.

#судсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #митингсем, #ача пахчисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем