Республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнчен пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа-тенке пур районта усӑ курса пӗтермен иккен. Ҫакна республикӑн вице-премьерӗ — транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ видеоканашлура палӑртса хӑварнӑ.
Усӑ курмасӑр юлни — 10 миллион тенкӗ. Унпа усӑ курса пӗтермен районсен хушшинче Вӑрнар, Краснормейски, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсене асӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисене кӗртнӗ.
Ҫул-йӗре юсама тата тытса тӑма пӗлтӗр тӗрлӗ хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Вырӑнти бюджетсен шучӗпе вара ҫак тупра 2,8 миллиарда яхӑн пулнӑ. Кӑҫал 2 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрмалла.