Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ вырӑнти пысӑк калаҫу

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
"Канаш" хаcат 02.06.2008 15:00 | 2314 хут пӑхнӑ

«Канаш» хаҫат пӗлтерет:

 

Тираж ыйтӑвӗ паянхи кунччен – чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри

Икӗ уйӑх каялла пирӗн редакци ҫӗнӗ вырӑна – Пушкинская урамри 11-мӗш ҫурта, куҫрӗ. “Канаш” вулаканeсене хамӑр еплерех вырнаҫнине кӑтартас шутпа, ҫаплах ӗҫри йывӑрлӑхсемпе, редакцири лару-тӑрупа паллаштарас тӗлӗшпе “Ҫавра сӗтел” ирттертӗмӗр. Кӗтнӗ тата чӗннӗ чухлӗ хӑна килеймерӗ. Мӗн тӑвaн, чӑвашӑн нихӑҫан та ӗҫ пӗтмест. Анчах пирӗн пата килме вӑхӑт тупнисене тата уҫӑ калаҫӑва хутшӑннисене чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

“Канаш” хаҫат редакцийӗ 18 ҫул хушшинче тиража ӳстерессишӗн тӗрлӗ майсемпе ӗҫлесе пӑхнӑ. Ҫапах та тираж ыйтӑвӗ паянхи кунччен – чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Ахальтен мар Николай Ларионов директор хaйӗн сӑмахне ҫакӑнтан пуҫларӗ.

— Юлашки темиҫе ҫулта чӑваш хаҫачӗн тиражӗ кӑна чакмасть, облаҫри, Раҫҫейри пур хаҫатсем те кун пирки ӳпкелешеҫҫӗ. Ҫынсем хаҫат вулама чарӑннинче темиҫе сӑлтав – телевидени те, компьютер та, интернет та, урам та, вӑхӑт ҫукки те. Ку саманара пурте нумайрах укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшинче пире пулӑшакансем те сахал мар. Ҫырӑнакансем ытларах ватӑсем теҫҫӗ пулин те 15 ҫул – тираж чакмасть. Мӗншӗн тесен асламӑшпе кукамӑшсем хыҫҫӑн мaнукӗсем хаҫат вулама пуҫлаҫҫӗ. Ҫырӑнтару ӗҫӗнче пулӑшакансем те пур. Ульяновск районӗнчи Аслӑ Ключищeре пурӑнакан Валентина Деменкова, Кaлаткaри Елена Васильева, Кашари Нина Васильева тата ытти нумай-нумай вулакан хаҫата ентешӗсене ҫырӑнтарассипе ӗҫлеҫҫӗ. Тайма пуҫ вӗсене, - терӗ вӑл.

Ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Дмитриев, реклама пайӗн пуҫлӑхӗ Алена Алексеева, информаци пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Мустаева, яваплӑ секретарь Валентина Ефимова, Светлана Домикова оператор хӑйсен ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Ҫулсерен конверт хакӗ ӳссе пынине пӑхмасӑр редакцие килекен ҫырусен шучӗ чакмасть. Пирӗнпе ҫыхӑну тытас текенсем нумай. Ҫамрӑксем те ҫыра пуҫларӗҫ.

“Канашран” пулӑшу ыйтса ҫыракансем те пур. Ку вулакансем пирӗн вӑя шаннине пӗлтерет. Май пур таран эпир пурне те пулӑшу аллине тӑсатпӑр. Анчах укҫа-тенкӗ енчен “Канаш” чухӑн организаци. Ӗҫлекенсен ӗҫ укҫи те ячӗшӗн кӑна. Эпир пурте чун хушнипе, тӑван хаҫат ан пӗттӗр, чӑваш сӑмахӗ илтӗнме ан чарӑнтӑр тесе ӗҫлетпӗр. Ҫавӑнпа хамӑр та усламҫӑсенчен пулӑшу ыйтатпӑр. Укҫа ӗҫлесе илме вӗреннӗ чӑвашсенчен нумайӑшӗ чӑннипех пулӑшать. Пурӗпӗр редакцири компьютерсем – киввисем, пӗр ҫӗнӗ компьютерпа малаллах каяймастӑн. Ыттисен – срокӗ тухнӑ. Эпир пуҫа усмастпӑр, туслӑн ӗҫлесе малаллах талпӑнатпӑр.

Тӗрлӗ мероприятисем ирттерсен хаҫата ҫырма е хаҫат ӗҫченӗсене чӗнме те манмалла мар. Вулакансем хӑйсем ҫырса ярсан та кaмӑллӑ пулмалла. Телефонпа та шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Кашни хӑйӗн ӗҫне кӑтартма вӗренмелле. Пирӗн алӑк сирӗн валли яланах уҫӗ, хӑвӑр кӑна ан ӳркенӗр.

— Сирӗн ӗҫе хурлама, тиркеме, сире вӑрҫма сӑлтавӗ те ҫук. Журналистсенчен ҫын тивӗҫне туртса илесшӗн тапӑланнӑ евӗр пуҫлӑхсем мӑшкӑллашаҫҫӗ. Тӗрмере ларакан ҫынна пӑхма патшалӑх уйӑхне 6100 тенкӗ тӑкаклать, чӑваш сӑмахӗ ҫӗр ҫинче ан пӗттӗр тесе тӑрӑшакан ҫынсем ку укҫан ҫуррине кӑна илеҫҫӗ. Мӑшкӑл мар-и ку? Ҫавӑнпа та чунпа чӑваш чӗлхишӗн ҫунакансем кӑна кунта тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ыттисен хаклама вӗренмелле, пӗлмелле, кашни пултарнӑ таран пулӑшмалла, — терӗ хаҫат ӗҫне лайӑх пӗлекен, “Канашра” нумай ҫул вӑй хунӑ Александр Богатов.

Темиҫе ҫул каялла тираж ӳстерес тӗлӗшпе редакци Майна районӗнчи Чyрекел ялӗнче хаҫата ҫӗр улми пуҫтарса ҫыртарнӑччӗ. Килтен киле те нумай ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтрах виҫӗ журналистӑн хаҫат та тумалла-ҫке-ха!

— Ҫырӑнтару ӗҫне вулакансен хӑйсен ҫине илмелле. Кашни ялта пултаруллӑ ҫынсем, пуҫлӑхсем хӑйсен ҫумӗпе усӑ курса ыттисене ҫырӑнтармалла. Эпӗ ҫитес вӑхӑтрах Чӑнлӑ районӗнчи Кунтикава каятӑп, тата 20 ҫынна “Канаш” ҫырӑнтарма сӑмах паратӑп, - терӗ Александр Михайлович.

Вӗрентӳ департамӗнчeн специалисчӗ Федосия Улендеева та пуҫарӑва ырларӗ, тӑван ялӗнче — Майна районӗнчи Чӳрекелӗнче — вулакансен шутне ӳстерме шантарчӗ.

Тӗлпулӑва Димитровградран килнe усламҫӑ — Елена Ишпулаева тӳрех пулӑшма пулчӗ. Малтанлӑха ҫулталӑка “Канаш” хаҫат пирки хaйӗн сайчӗ ҫине информаци лартма пулчӗ. Кайран та ҫыхӑнӑва пӗтерес марччӗ.

Вӗрентӳҫӗсен пӗлӗвне ӳстерекен институт методисчӗ Вера Архипова чӑваш хаҫат тиражне ӳстерме вӗрентӳҫӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ терӗ. Эпир хамӑр та яланах шкулсемпе ҫывӑх пулма тӑрӑшатпӑр, вӗсем пирки нумай ҫыратпӑр. Вӗсем те малашне хаҫата пулӑшсан — питӗ савӑнмалла. Вӗсемпе тата та тачӑрах ӗҫлемелле.

Ульяновскри патшалӑх педагогика университетӗнчи чӑваш уйрӑмӗн преподавателӗ Елена Нагорнова хаҫат ӗҫне ҫамрӑксене хутшӑнтарас ыйту питӗ йывӑр пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

— Студентсене хистесе кӑна хаҫат вулаттарма, унта ҫыртарма пулать. Хальхи ҫамрӑксен интересӗ пачах урӑхла. Статйисене пичетре курсан кӑна савӑнаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Сӑмах май каласан эпир редакцие килнӗ пӗр ҫырӑва та айккинелле хумастпӑр. Кашни ярса панӑ материала май пур таран пичете яма тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа та ҫырма ан хӑрӑр.

Марина Ильина студентка итлесе ларнa май, хаҫат ӗҫне самай ӑнланчӗ, малашне “Канаша” ҫырма шантарчӗ.

УОЧНКА председателӗ Владимир Сваев хаҫата чӑвашсен идеологи центрӗ тесе хакларӗ. Хастар чӑвашсем чи малтан автономие мар, редакцие ҫул тытаҫҫӗ. Анчах чӑвашсенчен ытларахӑшне вӑратма питӗ йывӑр. Вӑл кӗске вӑхӑтрах облаҫри Нацисен канашӗн ӗҫ планне наци хаҫачӗсен лару-тӑрӑвне пӑхса тухассине кӗртмелли пирки ыйту тӑратма пулчӗ.

Кашни вулакан Александр Богатовпа Федосия Улендеевӑран тӗслӗх илсе кӳршисене, пӗлӗшӗсене “Канаш” ҫырӑнтарма пултарсан — пуриншӗн те пысӑк ҫитӗнӳ тата савӑнӑҫ пулӗччӗ. Эпир сире шанатпӑр.

 

Елена ФЁДОРОВА.

#Чӑнлӑ районӗ, #Канаш, #Майна районӗ, #хаҫатсем, #ҫавра сӗтелсем, #Чӳрекел, #УОЧНКА

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем