Ҫӗнӗ ҫула ватти-вӗтти те темӗнле хумханупа, тен, шанчӑкпа та пулӗ, кӗтет-тӗр. Ача-пӑчана уяв кӑмӑлӗ ытларах парнелес шутпа тӗрне районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ. Унта пыракан ачасем ёлка капӑрлатмалли теттесем хатӗрлеҫҫӗ, юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталаҫҫӗ.
«Ҫӗнӗ ҫул валли капӑрлатмаллисем хатӗрленӗ май ачасем юмах тӗнчине лекнӗн туяҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Migulaj // 1021.32.6011
2013.12.16 00:48 | |
Сăнӳкерчĕкĕнче темшĕн Хĕл Мучи пирки пĕр сăмах та курăнмасть. Ку чăваш ачисем валли мар пулĕ? |