Кун пирки паян Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец пӗлтернӗ. Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан е усрава илсен паракан ҫав кӗмӗле тепӗр пилӗк е вунӑ ҫуллӑха тӑсса парас шухӑшлӑ. Асаилтеретпӗр, хальлӗхе ӑна 2016 ҫул вӗҫӗччен пама йышӑннӑ саккун вӑйра тӑрать.
Амӑш укҫин виҫине малтанхи шайрах хӑварасшӑн иккен. Укҫа хӑй хакне ҫухатса пынине кура ӑна малашне те индексацилемелле. Миҫе ҫуллӑха тӑсса парассине килес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче татса памалла-мӗн. Голодец палӑртнӑ тӑрӑх, амӑш укҫине малашне те ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатма ярас шухӑшлӑ. Кунсӑр пуҫне ытти вариантсем те пур иккен. Паянхи куна илсен, патшалӑх уйӑракан ҫав кӗмӗле ҫемьесен 97 проценчӗ ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама усӑ курать те.