Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Чӗвӗлти чӗкеҫ» — 10 ҫулта!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Евгений Майков 01.12.2013 23:13 | 1745 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!

Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм:

Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и,

Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм.

Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!

П.Хусанкай

2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»).

Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те. Раҫҫейра наци чӗлхипе ирттерекен пӗртен-пӗр вӑйӑ, кунашкал вӑйӑ урӑх никамсен те хальлӗхе ҫук. Эпир вара чӑваш чӗлхипе ҫак вӑййа йӗркелесе яма пултартӑмӑр. Кӑҫал «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑййӑн 10 ҫулхи юбилейӗ. Ҫав ятпа эп сире пурне саламлатӑп, малашне те вӑйӑ конкурс аталанса пытӑр, ӑна ачасем юратсах вылятчӑр».

Г.В. Степанова вӑййӑн статистикипе паллаштарчӗ, вылякансен шучӗ ҫулсерен ӳснине палӑртрӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин ӗҫченӗ И.В. Ядранская та вӑййӑн историне аса илчӗ, малашлӑха палӑртса ӑнӑҫусем сунчӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ А.С. Егорова доцент «Чӗвӗлти чӗкеҫ” вӑйӑ ыйтӑвӗсем-заданийӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, чылай усӑллӑ сӗнӳсемпе канаш пачӗ. Е.А. Майков шкулта вӗренекенсене пулӑшас тӗллевпе ҫак вӑййӑн электрон вариантне презентацилерӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ю.М. Виноградов доцент вӑйӑ ҫине наука куҫӗпе пӑхса хакларӗ, вӗрентекенсен чылай ыйтӑвӗсем ҫине хурав пачӗ.

Ҫаврасӗтелте кашниех хӑйӗн шухӑшне калама пултарчӗ, ырӑ сӗнӳсемпе предложенисем чылай пулчӗҫ. Паллах вӗсене малашнехи вӑйӑсенче шута илӗҫ.

#Чӗвӗлти чӗкеҫ, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем