Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи Хулари 1-мӗш клиника пульницинче ӗнертенпе, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе, ҫӗнӗ тӗп тухтӑр Сергей Шурбаков ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова паллаштарнӑ.
Унччен тӗп тухтӑр пулнӑ Андрей Власов юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ку должноҫре 5 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
Сергей Шурбаков 1989 ҫулта ҫуралнӑ. 2012 ҫулта вӑл Санкт-Петербургри Ҫар-медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Карьерине вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницинче хирург пек пуҫӑннӑ, унтан тӗп тухтӑрӑн ҫумӗ пулнӑ. Каярахпа ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчи пая ертсе пынӑ. Юлашки ҫулсенче Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче тӗп тухтӑр ҫумӗ пулнӑ.
