Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпа уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енен Наци вулавӑшӗнче издательство продукцийӗн тата электрон ресурссен куравӗ ӗҫлӗ. Ӑна «Библиотечные фонды: проблемы и решения» (чӑв. Библиотека фончӗ: ыйтусем тата вӗсене тата парасси) пӗтӗм Раҫҫейри XIX ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ май йӗркелӗҫ.
Курав ҫӗршывӑн вулавӑшӗсене, кӗнеке кӑларакан тата ӑна сутакан организацисене пӗр-пӗринпе паллаштаракан лапам пулса тӑрӗ.
Экспозицие федераци шайӗнчи тата регионсенчи 15 издательствӑпа паллаштарӗҫ. Федераци шайӗнчисенчен ҫаксем: «Инфра-М» компани ушкӑнӗ, «АСТ», «Речь», «Рипол Классик», «Омега-Л» издательствӑсем, «Феникс» суту-илӳ центрӗ, «Азбука», «Детская литература», «Архипелаг» тата «КноРус». Чӑваш Енри изадтельствӑсенчен вара ҫаксем: Чӑваш кӗнеке издательстви, «Новое время» типографи; унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ЧПУн тата Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтӑн редакципе издательство пайӗсем.
