Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Александр Насекин ӳнерҫе литература тата искусство епатшалӑх премине тивӗҫнӗ. Кун ҫинчен республика правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Александр Насекин 2025 ҫулшӑн литература тата искусство облаҫӗнчи Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Ӑна премипе «Суварсем» мифологи серийӗшӗн — акрил сӑррисемпе ӳкернӗ вунӑ оригиналлӑ ӗҫ — панӑ. Ҫак картинӑсенче ӳнерҫӗ суварсен авалхи культурине хисепленине кӑтартнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче автор халӑхӑн пуян музыкипе поэзийӗ тата ӳнер йӑлисем ӗмӗрсен хушшинче мӗнле упраннине кӑтартать.
Александр Насекин каланӑ тӑрӑх, «Суварсем» серие вӑл хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ та Ҫӗнӗ ҫул тӗлне вунӑ картина ҫырнӑ. Автор куракансене картинӑсем тӗлӗшпе хӑйсене шухӑшлама сӗнет. «Эпӗ ҫын килсе, пӑхса, курса хӑйӗн шухӑшне, хӑйӗн сюжетне тупнине кӑмӑллататӑп», — тенӗ вӑл.
