Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Пензӑри ӳнерҫӗн Алексей, Каменевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унӑн ӗҫӗсемпе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паллашма пулать.
Куравра ӳнерҫӗн Пензӑра, Раҫҫейри тӗрлӗ регионта тата чикӗ леш енче ӳкернӗ картинисене курма май пур. Палӑртмалла: Алексей ҫак курава хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейӗ умӗн ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл Шупашкара иккӗмӗш хут килнӗ. Малтан, 10 ҫул каялла, пленэра хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне ӑна ӳнер музейӗ питӗ килӗшнине каланӑ вӑл.
Курав уйӑх вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултарӗҫ.
