Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Раҫҫейре инфляци виҫи 5,3 процентпа танлашмалла. Ҫакна ҫӗршывӑн Статистика служби пӗлтернӗ. Юпан 22–28-мӗшӗсенче инфляци виҫи 0,1 процент пулнӑ. Уйӑх пуҫланнӑранпа вара хаксем 0,5 процент хӑпарнӑ. Пӗлтӗрте те ҫак тапхӑрта япалапа тӗрлӗ пулӑшу ҫавӑн чухлӗ хакланнӑ. Анчах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен вара ун чух 5,7 хӑпарнӑ иккен.
Ку эрнере чӑх ҫӑмарти уйрӑмах хакланнӑ — ӑна туянма халӗ 3,8 процент ытларах кӑларса хумалла. Кӗр ҫитнӗ май сӗт-ҫу таврашӗ те хӑпарать. Хӑйма, тӑпӑрч, сӗт, услам ҫу тата сыр 0,3–0,6 процент хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сахӑр песукӗ 0,6 процент йӳнелнӗ, чӑх какайӗ, тип ҫу тата хуратул — 0,2 процент.
Пахча-ҫимӗҫе илсен, вӗсен хакӗ пӗр пекрех тытӑнса тӑрать темелле. Шӑл суханпа ҫӗрулми кӑна 1,1 тата 1 процент хакланнӑ. Панулми вара 0,4 процент йӳнелнӗ, купӑста — 0,2 процент.
Бензин 0,1 процент хакланнӑ, дизель топливи — 0,7 процент.