Чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ, каярах ӑна суд «экстремистла» тесе хакланӑ статья тӗлӗшпе айӑпланнӑ Илле Иванов журналист тата ӑна хӳтӗлекенсем виҫӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫалани пирки «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. Пӗрремӗш ҫӑхава Илле Иванов тата унӑн адвокачӗ Николай Столбов ячӗпе ҫырнӑ. Иккӗмӗшне, чӑвашла, Илле Иванов хӑй шӑрҫаланӑ. Виҫҫӗмӗшне Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, суда вӑл хӳтӗлевҫӗ евӗр хутшӑннӑ, хатӗрленӗ.
Ҫӑхавсем суд процесне пӑснипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Сӑмахран, асӑннӑ «преступлени» тӗлӗшпе айӑплав пуҫармалли вӑхӑт кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухнӑ-мӗн, Муркаш район прокуратури вара ӗҫе суда ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне приговорта айӑплава ҫирӗплетмелли мӗнпур факта пуҫиле процессуаллӑ саккуна пӑсмасӑр пухни пирки каланӑ-мӗн те, анчах Илле Иванов тата «Сӗтев» хаҫатӑн ытти ӗҫченӗн телефонне итлени те ҫиеле тухнӑ имӗш.
Ивановпа Столбов ҫырнӑ ҫӑхавра тӗпчеве тата суда айӑпланаканӑн тӑван чӗлхипе — чӑвашла — ирттерменнине палӑртнӑ. Ку вара Конституцие тата Пуҫиле процессуаллӑ кодекса пӑсни пулать иккен. Борис Чиндыков ҫӑхавӗнче айӑплавӑн экспертизин пахалӑхӗ начаррине палӑртнӑ. Суд специалистсен пӗтӗмлетӗвне итлемен теҫҫӗ.
Илле Иванова хӳтӗлекенсем Муркаш район сучӗн айӑплавне пӑрахӑҫлама, пуҫиле ӗҫе тивӗҫлипе пӑхса тухма ыйтаҫҫӗ. Илле Иванова хӳтӗлесе уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснӑ ҫынсенчен хӑшӗсем суда хутшӑнас кӑмӑллӑ-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлисен йышӗнче маларах асӑннӑ «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫатӑн тӗп редакторӗ Сандр Савгильда та пур.