Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Афган тата Чечня паттӑрӗсене асӑнса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 19.10.2013 19:12 | 1488 хут пӑхнӑ
Спорт

Ӗнер, юпан 19-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайра вырнаҫнӑ «Хастар» споркомплексра Афган вӑрҫинче интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ тата Чечен Республикинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксене асӑнса Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне хастарӗсем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ку ӑмӑртусем яланхи пекех тӗрлӗ ҫулсенче Афган тата Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсем хушшинче иртеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелеме Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне уйрӑмӗсенчи «Российский Союз ветеранов Афганистана» (чӑв. Раҫҫейри Афганистан ветеранӗсен пӗрлӗхӗ) обществӑлла организаци пулӑшнӑ. Ертӳҫисем — Александр Хозяйкин тата Сергей Михеев.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланиччен пухӑннисем вӑрҫӑсенче пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисем умӗнче сӑмах каларӗ. Унтан Александр Викторович Василий Афанасьева ҫитӗнекен ӑру хушшинче патриотизм туйӑмне аталантарас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн ЧРО РСВА председателӗ И.Кашаев алӑ пуснӑ Хисеп Хучӗ пачӗ.

Малтанах пухӑннисем волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ку вӑйӑра Етӗрнесем хастар пулчӗҫ, 2:0 шутпа Чутайсене ҫӗнтерчӗҫ. Унтан ултӑ ҫынран тӑракан командӑсем хушшинче футбол вӑййи пуҫланчӗ. Ку хутӗнче Хӗрлӗ Чутай район команди Етӗрне район командине 4:1 шутпа парӑнтарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ушкӑнне Штанаш шкулӗнчи физкультура учителӗ, Афган вӑрҫинче 1984–1986 ҫулсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ Иван Иванович Сатлайкин ертсе пыни пирки те асӑнма пулать.

Икӗ командӑна та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ.

Сӑнсем (21)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #футбол, #воллейбол, #спорт, #ӑмӑртусем, #Штанаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем