Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх-чӗрлӗх фермисене хӗле хатӗрлессипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте шартламана кӗтсе илме хатӗр те ӗнтӗ, тепӗр ҫӗрте ӑна-кӑна тумалли вак-тӗвексем пур-ха.
Ӗҫе вырӑнсенче епле йӗркеленине район шайӗнчи комисси тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейскинче те ҫаплах. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) тулли мар яваплӑ обществӑна кайса курнӑ. Унта 200 пӑру тытмалӑх вите юсассипе тар тӑкаҫҫӗ иккен. Шӑратса ҫыпӑҫтармалли ӗҫ-пуҫ кӑна юлнине пӗлтернӗ-мӗн вырӑнтисем. Яманакри сӗт-ҫу ферминче вара хӗле кӗме хатӗр. Апат та ҫителӗклех: 3,3 пин тонна сенаж; 1,1 пин тонна куккурус силосӗ тата 300 тоннӑна яхӑн утӑ хатӗрленӗ. Паянхи кун кашни ӗнерен талӑксерен вӑтамран 15 килограмм сӗт суса илеҫҫӗ-мӗн.
«Волит» тулли мар яваплӑ общество выльӑхӗсен те хӗллехи кунсенчен шикленме сӑлтав ҫук. «Караево» хуҫалӑх та Кӳлхӗрринчи сӗт-ҫу ферминче тӑрӑшсах ӗҫлет иккен — вак-тӗвек юсав кӑна юлнӑ.
Сӑнсем (4)