«Сочи–2014» олимп ҫулӑмӗ Шупашкара раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫитмелле. Ӑна юпан 7-мӗшӗнче Мускавра чӗртӗҫ. Ҫулӑм ҫулӗ 65 пин ытла ҫухрӑм тӑсӑлмалла. Хӑш ҫӗрте ӑна машинӑпа, хӑш ҫӗрте пуйӑспа, самолетпа, лашапа е тата пӑланпа илсе кайӗҫ. Ҫулӑма космоса та ҫитерме палӑртнӑ иккен.
Пирӗн рсепубликӑра ҫулӑма илсе каймалли вӑрӑмӑш — 30 ҫухрӑма яхӑн. Ҫулӑма йӑтма тӗрлӗ ҫулхисемпе тӗрлӗ ӗҫре ӗҫлекенсене: культура ӗҫченӗсене, педагогсене, врачсене, тренерсене — кӗртнӗ. Ҫулӑма йӑтма тивӗҫнисен йышӗнче — Олимп вӑййисене икӗ хут хутшӑннӑ Светлана Захарова; урапапа ҫӳрекен сусӑр, биатлонла вылякан Юрий Степанов; «Суварята» халӑх ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ Ирина Музыкантова; ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Кузнецов; Олимпиадӑра бронза медале тивӗҫнӗ Татьяна Петрова-Архипова. Ҫулӑм пыракан ҫул ҫинче концерт лапамӗсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Agabazar // 3466.50.4718
2013.09.29 18:01 | |
"Суварята" тени чăвашла ят пулать-ши вара?.. Мĕнле шутлатăр, Ирина Музыкантова юлташ ку тĕлĕшпе? |