Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче «Эпир чӑваш ачисем» уяв иртнӗ. Ӑна ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарас, тӑван халӑх культурине хаклама тата упрама вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ачасем уявра чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑсем юрланӑ, ташланӑ. Вырӑнти шкулта ӗҫлекен Али6а Петрова пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв питӗ хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ.