Тӑвай тӑрӑхӗнчи Элпуҫ ялӗнчи Агафия Алексеева 100 ҫул тултарнӑ.
Кинемее ҫав кунпа саламлама вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӗсем Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн салам открыткине те илсе пынӑ, парнепе савӑнтарнӑ.
Укахви 16 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Колхозра ӗҫленӗ, окоп чавма тухса кайнӑ. Унтан кайӑк-кӗшӗк фабрикинче, типографире тӑрӑшнӑ, колхоз садӗнче бригадирта тимленӗ, ҫӑкӑр пӗҫерекен те пулнӑ.
Агафия Ильиничнӑн икӗ ача, 5 мӑнук, мӑнукӗсен сакӑр ача.