Красноармейски тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче Марк Аттай сатирик, педагог ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки район хаҫачӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Марк Аттай (Марк Сергеевич Терентьев) 1905 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа 1924 ҫулта аппаланма пуҫланӑ. Унӑн юптарӑвӗсем «Канаш» хаҫатра, «Капкӑн» журналта пичетленнӗ.
Шупашкара 1926 ҫулта куҫса килсен рабочи пулса, типографире корректорта тӑрӑшнӑ. Шупашкарти рабфакран вӗренсе тухсан «Канаш» хаҫатра ӗҫленӗ, Канаш районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ.
1927 ҫулта унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Очерк тата фельетон жанрӗсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ.
1936 ҫулта Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, унти шкулсенче тӑрӑшнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ вӑрҫӑра татӑлнӑ.