Елчӗк округӗнчи Анат Тимеш ялӗнче пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑма судпа айӑпланӑ. Вӑл тӑванӗн машинине сиенлетнӗ.
Пӗррехинче ун патне машинӑпа тӑванӗ килнӗ - унчченхи хирӗҫӳшӗн мирлешме. Анчах вӗсем мирлешеймен. Ҫак хӗрарӑм кирпӗч татӑкӗ илнӗ те машинӑн алӑкне, тӗкӗрне, малти пайне сиенлетнӗ. Тӑкак 50 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна 60 сехет ӗҫлеттермелле тесе йышӑннӑ.