Паян Шупашкарта кӳлмекре хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки 14 сехет те 20 минутра хыпарланӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм кӳлмек урлӑ выртакан кӗпертен ӳкнӗ. Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫитнӗ. Шел те, хӗрарӑм вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Agabazar // 2682.92.5283
2024.11.05 23:57 | |
Ĕçчен теме ан васкăр. Ку ыйтăва никам та тĕпчемен. |