Краснорамейски районӗнче комбайнёрсем хушшинче ӑмӑрту ирттерни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун пек тупӑшӑва муркашсем те йӗркеленӗ иккен. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 29-мӗшӗччен вырмара хӑш комбайнёр епле ӗҫленине эрнесерен тишкерсе пынӑ.
Иртнӗ эрнере ҫурлан 22–28-мӗшӗсенчине пӗтӗмлетнӗ. Ун чух Суворов ячӗллӗ кооперативра «Акрос–530» комбайнпа ӗҫлекен Радонеж Кузнецов пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл ҫав вӑхӑтра 181,6 тонна ҫапса илнӗ. Мала тухнӑшӑн ӑна пин тенкӗ илме свидетельство парса хавхалантарнӑ. Иккӗмӗшӗнче те асӑннӑ хуҫалӑхри комбайнёрах. Вӑл — «Дон–1500» комбайнпа 171,2 тонна вырнӑ Фёдор Журавлёв. Ӑна 800 тенкӗ тивӗҫӗ. «Полесье–7» комбайнпа 123,2 тонна вырнӑ «Ударник» предприяти комбайнёрӗ Владимир Степанов. Ӑна 500 тенкӗпе хавхалантармалла.