Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем унччен тара илнӗ ҫурт-йӗре туянма йӳлӗмрен ҫӑмӑл пулӗ. Кун пирки саккун проектне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ иккен. Проекта Правительство ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ.
Тӗп улшӑнусен шутне «Regnum» информаци агентстви виҫӗ саманта асӑнса хӑварнӑ. Маларах усламҫӑсене тара илнӗ лаптӑк 5 тӑваткал метртан пӗчӗк мар тата 10 пинтен иртмесен кӑна май килейнӗ пулсан, халӗ лаптӑка пӑхмӗҫ. Тепӗр тӗп самант шутӗнче — унччен усламҫӑ пурлӑха мӗн чухлӗ вӑхӑт тара илсе пурӑннине тӗпе хунӑ. Тӗрӗсрех, икӗ ҫултан кая маррине пӑхнӑ. Анчах… 2008 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ тӗлне илсен. Халӗ вара кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗ кун тӑрӑх шутлӗҫ. Маларах туянас правӑпа усӑ курманнисене те халӗ тепӗр хут шанчӑк параҫҫӗ.
Республикӑн Пурлӑх министерстви шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, саккуна улшӑну кӗртсен 228 усламҫӑ халӗ тара илсе пурӑнакан пурлӑха туянма пултарӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла, 144-шӗ, Шупашкарти предпринимательсем.