Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ, Пӗлӳ кунӗ, вырсарникуна лекет. Ҫавна май шкулти линейкӑсене тунтикун, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ирттерӗҫ. Ҫакна РФ Ҫутӗҫ министерстви сӗнӗвӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кӑҫал ресрубликӑра 14 пине яхӑн ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул авӑнӑн 1-мӗшӗнче уҫӑлмӗ. Вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах суд ӑна саккуна пӑсса хута янӑ тесе хупма йышӑннӑ. «Университет» микрорайонти шкул, унччен пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ, раштав уйӑхӗнче уҫӑлӗ.