Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ кӗнеке кӑларма хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кун пирки издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «Ольга Федорова вӗсене пичете хатӗрлессишӗн ырми-канми тӑрӑшать».
«Ӑна кура пуль, эпӗ те кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсемпе паллашма пуҫларӑм. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи те кӑсӑклантарса яма пӗлет. «Пиччем ҫинчен» кӗнекене шӑпах вӑл вулама пачӗ. Брошюри самай кивӗ, 1973 ҫулта тухнӑ. Ку темех мар, чи пӗлтерӗшли – содержанийӗ. Вӑл вара чӑннипех те пуян, интереслӗ. Хамшӑн ҫӗнни пайтах пӗлтӗм», — хыпарланӑ пултаруллӑ пике тата ҫыравҫӑ.
Хулӑнах мар асаилӳ пуххин авторӗ – Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ Гурий Кузьмин иккен.