Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Илле Иванов суда плакатсемпе пынӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.08.2013 22:01 | 1367 хут пӑхнӑ
Т. Акташ сӑнӗ
Т. Акташ сӑнӗ

Виҫӗмкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Муркаш район судӗнче черетлӗ лару иртнӗ — ку хутӗнче хайхи Илле Иванова приставсем вӑйпа илсе килнӗ.

«Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑпланакан ку хутӗнче тӳре умне икӗ пӗчӗк плакатпа тухса тӑнӑ: «Мана йыхрав чӑвашла пама ыйтатӑп!» тата «Йӑкӑнат Мишшипе Путин резидент конституци гаранчӗсем мар» (текста йӑнӑш ҫук). Вӗсене вара приставӑн хуса илме тивнӗ — хӑй Иванов тӳре ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулман.

Ытти тӗлӗшпе суд хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснӑ. Ку хутӗнче ыйтусемпе Илья Федотов следователе нушалантарнӑ. Ҫавӑн пекех хӳтӗлекен ен суд ӗҫӗ ҫумне ҫӗнӗ хутсем хушма сӗннӗ — Николай Максимов паллӑ ҫыравҫӑ тунӑ пӗтемлетӗве, айӑпланакан статья вӑхӑтӗнче МИХсем пичетленӗ статьясен йышне, ЧПГӐИ тунӑ статья хаклавне. Тӳре ку материалсен ытларахӑш пайне йышӑнма килӗшнӗ. Прокурор енӗ Белов кунтелее тепре чӗнме ыйтнӑ (асаилтеретпӗр — вӑл ӗҫ хучӗсене кӗнӗ хӑйӗн сӑмахӗсене йышӑнман, вӗсем суя тесе хакланӑ). Хӳтӗлевҫӗсем хирӗҫ пулчӗҫ пулин те тӳре прокурор майлӑ пулчӗ. Кунтелейӗн алӑ пусӑвне те экспертиза туса тӗрӗслӗҫ.

#Муркаш районӗ, #судсем, #Сӗтев, #приставсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1230.html
 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.22 22:22
Эпĕ ăнланмарăм: Мĕншĕн е мĕнле сăлтава пула йыхрав хутне чăвашла памаççĕ?
Микулай // 4186.57.1361
2013.08.22 23:02
Теленмелле ыйту ку. Суд театар мар вет, кам менле тавас тени пек тума. Судан хайен йерки, скакуна паханса пырать ун есе-пусе. И.Иванов валли уйрам сакун калармалла-ши? И.И. сакуна пасса петем халах уменче обществара палла сынсем синчен элек сарать. Меншен судра сакна шута илмессе-ха? Усал самах сарнашан ана айапламалла.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.23 06:31
Эпĕ çырнине ăнланман курăнать. Çавăнпа тепĕр хут ыйтатăп: Мĕншĕн е мĕнле сăлтава пула йыхрав хутне чăвашла памаççĕ? Эпĕ Илле Иванов усал сĂмах сарнĂшĂн Ăна айĂпламалли пирки ыйтман.
Игорь Сайман // 3580.53.8811
2013.08.23 11:42
Микулай господин, усал сăмах сараканни кунта тĕрĕссипе хăвăр пулатăр!!! (Migulaj пирки мар калатăп).
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.23 17:24
"господин" сăмах вырăнне юлташ сăмахпа улăштарма сĕнетĕп.
Ленин // 7627.8.0282
2013.08.23 17:26
шеремет. кам укçипе ташлатăн?
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.23 22:39
Эсĕ (Ленин) кăна кама каларăн?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем