Канашри вӑрра нимӗҫ овчарки Шарки тытса чарма пулӑшнӑ. Унта икӗ велосипед вӑрланӑ.
Пӗр арҫын гаражӗ уҫӑ пулнине, унта япаласем асар-писер выртнине асӑрханӑ. Вӑл полицие чӗннӗ. Вырӑна кинолог Шарки ятлӑ йытӑпа ҫитнӗ.
Овчарка вӑрӑ йӗрне тӳрех сиснӗ, ун тӑрӑх Кӑкшӑм урамне илсе кайнӑ. Унӑн сӑмси улталаман – чӑнах та ҫав вырӑнта вӑрланӑ икӗ велосипед тӑнӑ. Иккӗшӗ – 30 пин тенкӗ тӑраканскерсем.
Палӑртмалла: унччен Шарки Шупашкарта ювелир лавккине ҫаратма тӑнӑ ҫыннӑн курткине тупнӑ.