Чӑваш юрри Камбоджи диджейне те килӗшнӗ. Августа Уляндина тата «Глянец» ушкӑн шӑрантаракан «Эпӗ Чӑваш Ен» юрӑ чӑн-чӑн хит пулса тӑнӑ. Ӑна Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те итлеҫҫӗ.
«Камбоджирен нумаях пулмасть кӗтмен ҫӗртен ырӑ хыпар килчӗ. «Once» дидженинг шкулӗн никӗслевҫи, Арменире ҫуралнӑ Артуш Восконян (Dj Anti) пирӗн юрӑпа клуб ремиксӗ кӑларнӑ. Аудитори ҫав юрра юратса йышӑннӑ. Халӗ вӑл чӑваш юррипе dj-сет кӑларма хатӗрленет. Ӑнсӑртран-кӗмсӗрт Чӑваш Ене килсе лексен вӑл мана концерта хутшӑнма шантарчӗ», — каласа кӑтартнӑ Августа Уляндина.