Паянхи кунсенче лайӑх пурӑнма ҫынсем валли хӑтлӑ условисем туса панӑ. Анчах та ҫав хушӑрах тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑр тӑрса юлнӑ ҫынсем шел пулин те пурнӑҫ тивӗҫтеревӗпе туллин усӑ кураймаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва татса парассипе вара патшалӑх ҫулсерен ҫӗнӗ йышӑнусем ҫирӗплет.
Кӑҫал «Доступная среда» (чӑв. «Меллӗ вырӑн») патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе чӑваш влаҫӗ сусӑр ачасане вӗрентес ӗҫре 36 000 000 тенкӗ тӑкаклама планланӑ. 12 500 000 тенкӗ укҫана республика хыснинчен уйӑрма палӑртнӑ, ҫак суммӑнах федераллӑ хыснинчен уйӑрса парӗҫ. Унсӑр пуҫне стажировка программипе выляса илнӗ грант укҫине те — 11 000 000 тенкӗне — ҫак паха ӗҫе ярӗҫ.
— Ҫак укҫа ятарлӑ техника хатӗрӗсене туянма кайӗ. Вӗсен пулӑшӗвӗпе сусӑр ачасем тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пултарӗҫ, — палӑртать республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑсен политикин министрӗ Владимир Иванов.
Паянхи кун республикӑн лаптӑкӗсенче 4 840 яхӑн сусӑр ача пурӑнать, вӗсенчен 1 150 — шкул ҫулне ҫитмен ачасем.
— Ачасем пӗлӳ илччӗр тесен шкулсенче тивӗҫлӗ майсем пулмалла. 2012 ҫулта 20 шкулта ҫавӑн йышши ӗҫсене тунӑ, кӑҫал вара 10 шкула улшӑнусем пырса тивӗҫ, — пӗлтерет Владимир Иванов.
Ҫапла майпа шкул лаптӑкӗсенче пандуссем вырнаҫтарӗҫ, апатланмалли, вӗренмелли, хӑвӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмесен тата кӗмелли-тухмалли алӑкӗсене анлӑлатӗҫ, ҫӗнӗ ятарлӑ туалетсене хута ярӗҫ.