ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарать. Ҫак ятпа банкет ирттересшӗн, унтан 500 ҫынна чӗнесшӗн.
Ӑна ирттермешкӗн аукцион йӗркелеҫҫӗ. Малтан палӑртнӑ хак – 1 миллион та 314 пин те 200 тенкӗ. Аукциона ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хака мӗн кӗрӗ-ха? 500 бейдж, чӗнӳ хучӗ, сувенир ручкӑсемпе блокнотсем, фотограф, концерт программине йӗркелесе ирттересси, меню. Хӑнасене виҫӗ тӗрлӗ ассортипе, чӑвашсен икӗ ҫимӗҫӗпе /шӑрттан тата чӑкӑт/, такаран пӗҫӗрнӗ шӳрпепе, соусри буженинӑпа, пӗҫернӗ ҫӗрулмипе, ҫырларан янтӑланӑ вӗтӗ кукӑльсемпе, хуплупа, шывпа, кваспа, чейпе, кофӗпе, ҫыртмӑшсемпе хӑналасшӑн.
Хальлӗхе банкет хӑҫан иртессине палӑртман.