Шкул вӗренсе тухакан ачасене патшалӑх пӗрлӗхлӗ экзамене тытарас саккуна темиҫе ҫул каялла йышӑннӑ пулин те паянхи кунччен те ун тавра иккеленӳллӗ шухӑшсем ҫӳреҫҫӗ.
Нумаях пулмасть вӗренӳ тата ӑслӑлӑх пайӗпе ӗҫлекен патшалӑх канашлӑвӗн комитечӗ «Вӗренӳ ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртме хут ҫырнӑ. Ҫак сӗнӳ хутӗнче вара шкул пӗтерекенсем тытакан пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне пӑрахӑҫламалли ҫинчен сӑмах пырать. ИТАР-ТАСС палӑртнӑ тӑрӑх ку хыпара комитетӑн председатель ҫумӗ, КПРФ парти депутачӗ Олег Смолин пӗлтернӗ.
Смолин шухӑшӗпе кашни вӗренекене ППЭ тытнӑ чухне ирӗк памалла. Унччех маларах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти депутачӗ, комитетӑн председатель ҫумӗ Надежда Шайденко професионаллӑ техника училищине кӗрекенсем валли ППЭ тата ППА пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ун шухӑшӗпе ун пек ачасен экзамена традициллӗ формӑпа тытмалла.
Смолин каласа панӑ тӑрӑх комитет «Вӗренӳ ҫинчен» саккун валли ытти улшӑнусем те хатӗрленӗ. Вӗсемпе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланниччен, ҫурлан 26-мӗшӗнче патшалӑх канашлӑвӗнче паллаштарӗҫ.