Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӗмпӗр арӗ Николай Салюкин

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Дана Светлова 17.04.2024 18:04 | 2091 хут пӑхнӑ
Культура

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Елчӗк округӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн сумлӑ ывӑлне, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинне, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, ЧНК вице-президентне тата Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑ Олег Николаевич Мустаева асӑнса регионсем хушшинче купӑсҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Унта Челябинскран, Санкт-Петербургран, Пенза, Ульяновск облаҫӗсенчен, Тутарстанпа Чӑваш Республикисенчи тӗрлӗ районсенчен 50 яхӑн паллӑ тата ҫамрӑк купӑсҫӑсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Мероприятие ЧР Елчӗк муниципаллӑ округӗ, муниципаллӑ округӑн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин, культурӑпа социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн уйрӑмӗсем тӗрев панипе Елчӗк муниципаллӑ районӗн тӗп клуб системи ирттерчӗ.

Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче О.Н. Мустаевӑн историлле йӗрне тата нумай енлӗ пултарулӑхне упраса хӑварса халӑха интереслентересси, Чӑваш Республикинчи тата ытти регионсенчи купӑсҫӑсен профессилле ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетесси, ҫамрӑк ӑрӑва воспитани панӑ ӗҫре халӑх музыкипе искусствин пӗлтерӗшне вӑйлатасси.

Мероприятие уҫса салам сӑмахӗсем Елчӗк муниципаллӑ округӗн администраци ертӳҫи Леонард Левый, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Трофимов, секретариат ертӳҫи Александр Магарин, Ульяновск, Пенза облаҫӗсен, Челябинск хулипе Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗсен председателӗсем Владимир Бабайкин, Денис Щербаков, Артемий Тельцов, Константин Малышев, Олег Мустаевпа пӗр класра вӗреннӗ, юрӑҫӑ Лариса Шурбина тата мӑшӑрӗ Елена Мустаева каларӗҫ.

Фестиваль-конкурса тытӑнса Елчӗк округӗнчи Тускильти Иван Шурбин ертсе пыракан паллӑ „Шуҫӑм“ тата „Тарават“ ансамбльсем О.Н. Мустаевӑн юратнӑ юррине - „Илемлӗ сачӗсем“ – шӑрантарчӗҫ.

Программӑна ҫамрӑк купӑсҫӑсем пуҫларӗҫ. Пӗчӗкскерсем купӑса мӗнле маҫтӑр туртни, кӗвӗсем калани чӑннипех савӑнтарчӗ. Эппин, купӑс пӗтмен-ха. Елчӗк, Муркаш, Тӑвай округӗсенчен ҫитнӗ 14 ҫамрӑк купӑсҫӑ ӑмӑртрӗ. Вӗсем пӗр вӑхӑтрах юрларӗҫ те. 17 ҫула ҫитмен ҫамрӑксен пултарулӑхне

«Чи лайӑх ҫамрӑк купӑсҫӑ»; «Купӑсҫӑсен чи лайӑх ансамблӗ»; «Автор юррине чи лайӑх юрлакан»,

«Куракансене кӑмӑла кайни»; «Олега Мустаевӑн юратнӑ юррине чи лайӑх юрлакан» номинацисенче палӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем дипломсене, Мустаевсен-Тумановсен ҫемйи хатӗрленӗ хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Чи лайӑх ҫамрӑк купӑсҫӑ ята Никита Дружинин тивӗҫсе парнесемпе пӗрлех ятарласа хатӗрленӗ кубока тивӗҫрӗ.

Купӑсҫӑ-виртуозсем те ҫитнӗччӗ фестивале: Пензӑран - Николай Архипкин. Вӑл Андрей Малаховӑн кӑларӑмне те темиҫе хут хутшӑннӑ, Валерий Семинпа тус-юлташлӑ, Челябинскран – Артемий Тельцов тӗрлӗ халӑхсен кӗввисене каларӗ, Санкт-Петербургран – купӑсҫӑ, юрӑҫӑ, композитор, тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫи, Геннадия Заволокинӑн вунӑ ылтӑн купӑсҫисен шутӗнчи Игорь Шипков. „Елчӗкри ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайра иртекен фестивале Геннадий Заволокин ячӗпе йӗркеленисемпе тан тесе калас килет. Ӑҫта тата 5 сехет купӑс сассине илтетӗн? Елчӗкре! Фестивалӗн ҫулӗ вӑрӑм пултӑр. Вӑл кашни ҫулах ирттӗр. Тав хӑвӑрӑн пултаруллӑ ҫыннӑрсене ҫапла хисепленӗшӗн“, - терӗ Игорь Шипков Николай Архипкинпа пӗрле купӑсне тӑсса ярса. Жюри ӗҫленӗ вӑхӑтра вӗсем пухӑннӑ халӑха нумай вӑхӑт савӑнтарчӗҫ.

Жюри „Чи лайӑх купӑсҫӑ“ номинацин ҫӗнтерӳҫи Артемий Тельцов тесе йышӑнчӗ. Ятарлӑ парнене Иван Шурбин та тивӗҫрӗ.

#Тускел, #Елчӗк районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 12:32
Agabazar
Николай Архипкин Пенза олаçенчи Çăрттанлă районĕнчи Кивĕ Энтриел яленче çуралса ÿснĕ. Халĕ те Пенза облаçĕнчех пурăнать. Шемышейка районĕнче пулас.
Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 12:33
Agabazar
Экран темшĕн вырăсла. Хуткупăс тение пĕрле çырма хăранă.
Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 15:25
Agabazar
Ăçта кунта Николай Салюкин?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем