Муркаш муниципаллӑ округӗнчи тӳре-шара культура сферинче професси уявӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Эсир тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫак ӗҫе ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫлатӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫак ӗҫе явӑҫтаратӑр. Вӗсем хамӑрӑн ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе пуян культурине ӑша хывса ӳсчӗр тесе сахал мар ӗҫ туса ирттеретӗр.
Муркаш тӑрӑхӗнче пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Художество пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни уява илем кӳреҫҫӗ. Эсир ял ҫыннисен канӑвне, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме тӗрлӗрен майсем туса паратӑр. Тавах сире хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чун-чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланӑшӑн, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӑршӑн», — тесе ҫырнӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Матросовӑн тата Депутатсен Муркаш муниципаллӑ округӗн пухӑвӗн председателӗн Александр Ивановӑн саламӗнче.