Хысна резина пек тӑсӑлмасть те ӗнтӗ, укҫана валеҫиччен ӑна ӑҫта ямалли пирки ҫиччӗ виҫме тивет. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене аталантарасси ҫум программӑпа килӗшӳллӗн уйӑракан укҫана тивӗҫессишӗн республика шайӗнче конкурсах ирттернӗ. Пӗтӗмпе 75 учреждени хутшӑннӑ иккен.
Территорие хӑтлӑх кӳме уйӑраканнине Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк», Ҫӗнӗ Шупашкарти туберкулезпа чирлисен «Чебурашка», Шупашкарти 134-мӗш ача-пӑча пахчи тивӗҫнӗ. Вӗсене кашнинех 48-шар пин тенкӗ лекӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен ӗҫӗнче ҫӗнӗ меслетсене аталантарма вара тупра йӑлтах Шупашкарта сапаланӗ. 65 пиншер тенке тӗп хулари 75-мӗш, 168-мӗш, 23-мӗш ача пахчисем илӗҫ.