Паян урамра хитре те хӗвеллӗ ҫанталӑк. Ыран вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 21-26 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Циклон пирӗн пата ҫумӑр илсе килӗ.
Паян ҫӗрле, ыранхи кӑнтӑрлапа танлаштарсан, ӑшӑрӑх пулӗ. Ыран каҫ енне 1-3 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 8-13 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.
Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ. Ҫумӑр вара эрне вӗҫӗчченех ҫӑвӗ. Кӑнтӑрласерен 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче ҫӗрле «минус» пулӗ. Эрнекун тата шӑматкун йӗпе юр ҫӑвӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче ӑшӑтӗ, 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра уяр ҫанталӑк ытларах пулӗ.