Чӑваш кӗнекисем – Мускаври Хӗрлӗ тӳремре.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗ 9-мӗш хутчен иртӗ. Унта Раҫҫейри 400 яхӑн издательствӑпа пӗрле Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл вулакансене «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта кӗтӗ.
Пӗтӗмпе 150 тӗрлӗ кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл 22 сехетре ӗҫне вӗҫлӗ, 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутра, 5-6-мӗшӗсенче вара – 21 сехет те 30 минутра.