Хӑш чухне, тӗслӗхрен пульница килсессӗн учрежденийӗн регистраци уйрӑмӗнче страховани полисӗ, страховани свидетельстви е паспорт ыйтаҫҫӗ. Хӑш чухне вара ҫак документсенчен пӗрне манни те пулать. Вара ҫакна пула ҫыннӑн мӗн палӑртнине тӑваймасӑрах каялла тавранма тивет. Ҫакӑн пек пулӑмсенчен вара малашне ятарлӑ Универсаллӑ электрон карти хӑтӑлтармалла имӗш.
Республика ҫыннисем ҫак карттӑна алла илме тытӑнни ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Паянхи куна вара УЭКа илнӗ ҫынсен йышӗ икӗ пине яхӑн ҫитнӗ, 800 ҫын вара картта паракан меллӗхе туйса илме та ӗлкернӗ.
Республикӑра универсиаллӑ картӑна илес текенсем валли 8 пункт ӗҫлет. Шупашкарта УЭК валли кирлӗ документсене медицинӑн информаципе аналитика центрӗнче, перекет банкӗн икӗ уйрӑмӗнче тата Мускав районӗн социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта карттӑ илес текенсен хулари социаллӑ сыхлавне тата «Совет союзӗн урамӗ, 7» адреспа вырнаҫнӑ Перекет банкне кайма тивӗ. Канашпа Улатӑр хулинче заявленисене социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.
УЭКа илес текенсем ыйтса ҫырнӑ хута ҫырнӑ чух ҫумра паспорт, страховани полисӗ, страховани свидетельстви пулмалла. Карттӑна 20 кун хушшинче туса параҫҫӗ.
Универсиаллӑ электрон картти пирки тӗпленрех ҫак телефонпа ыйтса плме пулать: 8 (8352) 32-01-00.